Самарпа Ӗпхӳри учёнӑйсем Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑшра пулнӑ. «Чӑваш Ен» телерадиокомпани пӗлтернӗ тӑрӑх, унти ученӑйсем пирӗн республикӑра виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ экспедици ирттереҫҫӗ.
«Вӑл е ку халӑха пӗрлештерсе тӑракан вӑй — тӗн е йӑла-йӗрке. Чӑвашсем православие йышӑнни темиҫе ӗмӗр, ҫавах та ӑна пӑхӑнакасем те, тӗне кӗменнисем те аслашшӗ-асламӑшӗн йӑлисене манмаҫҫӗ», — тесе палӑртса хӑварнӑ Александр Осиповпа Виктор Степанов хатӗрленӗ телесюжетра.
Екатерина Ягафовапа Игорь Петров ӑсчахсем Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырмара икӗ хут пулнӑ. Паллӑ тӗпчевҫӗсем Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчи чӑвашсем мӗнлерех аталанса пыни ҫинчен статьясем ҫыраҫҫӗ иккен. Ӗҫе туса пӗтерсен кӗнеке кӑларма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «В гостях у Асанне и Асатте (бабушки и дедушки)» (вырӑсла-чӑвашла хутӑштарса ҫырнӑ ҫак ята чӑвашла ҫапларах куҫармалла-тӑр: Асаннепе асатте патӗнче хӑнара) ятпа ҫамрӑк ҫемье клубӗсен республикӑри фестивалӗ иртнӗ.
Мероприятие Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗ йӗркеленӗ. Проекта пурнӑҫа кӗртме РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева та пулӑшнӑ.
Мероприяти тӗллевӗ вара ҫапларах:чӑвашсен йӑли-йӗркине амӑшӗнчен хӗрне, ашшӗнчен ывӑлне парса хӑварасси. Фестиваль Тури Ачакри 19-мӗш ӗмӗрти чӑваш хресченӗн музейӗнче иртнӗ.
Етӗрне районӗнчи Тури Ачакра пурӑнакан Николай Потапов изобретательсен пӗрлӗхне йӗркелес ӗмӗтпе пурӑнать иккен.
Арҫын велосипед насусӗнчен тунӑ музыка инструменчӗ, сывлӑха ҫирӗплетмелли массажер таран ӑсталать. «Чӑваш Ен» телерадиокомпани пӗлтернӗ тӑрӑх, Николай Потапов 270-е яхӑн хатӗр шутласа кӑларнӑ. Хӑшӗсемпе патент илнӗ.
Тележурналистсем пӗлтернӗ тӑрӑх, электрофильтрпа Африкӑри специалистсем кӑсӑкланнӑ, ятарлӑ завод уҫасшӑн пулнӑ. Николай Потаповпа канашланма Чӑваш Ене те ҫитнӗ, ӗҫ вырӑнӗ сӗннӗ, анчах вӑл тӑван тӑрӑхрах юлнӑ.
Чӑваш Республикинче хӑмла пухма тухни пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Етӗрне районӗнче ҫак ӗҫ мӗнле пынине курма ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Сергей Фролов ҫитнӗ.
«Ленин хӗлхемӗ» колхозра хӑмла пуҫтарас тӗлӗшпе хӗрӳ тапхӑр пырать: вуниккӗн комбайн ҫинче ӗҫлеҫҫӗ, тепӗр вуниккӗшӗ хӑмлана татса урапа ҫине тиеҫҫӗ.
«Хӑмлана пуҫтарма иртнӗ эрнере пуҫӑнтӑмӑр. Паянхи кун тӗлне 28 гектартан вунҫиччӗшӗнче ӗҫе вӗҫлерӗмӗр те ӗнтӗ. Тухӑҫлӑхӗ — гектартан 20 центнер. Талӑк хушшинче вӑтамран 1,2 тонна хӑмла туса кӑларатпӑр», — пӗлтернӗ Алексей Николаев бригадир.
Хӑмлана хӑвӑрт тирпейлеме хӑмла типӗтекен машина тата хуҫалӑхри комбайн пулӑшаҫҫӗ.
Тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗ тӗлне 14 районта наркӑмӑшлӑ пултӑрана тӗп туса пӗтернӗпе пӗрех. Анчах хӑш-пӗр ҫӗрте ку ӗҫ вырӑнтан тапранман. Ҫапла пӗлтерет ЧР ял хуҫалах министрӗ Сергей Артамонов.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, наркӑмӑшлӑ пултӑран 20 районта 839 гектара ярса илнӗ. Ытларахӑшӗ – Етӗрне, Элӗк, Йӗпреҫ районӗсенче. Ӑна тӗп тӑвас тесе Элӗк, Муркаш, Вӑрмар районӗсенче тӑрӑшман.
Республикӑра ҫак ҫумкурӑка пӗтерме 19,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах ку укҫапа хӑшӗ-пӗри вӑхӑтра усӑ курмасть ав. Сергей Артамонов Муркаш тата Элӗк районӗсем ку ӗҫе питӗ япӑх тунине палӑртнӑ.
Етӗрне районӗнче ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «ГАЗ-69» автомобиль аварие лекнӗ.
Инкек Лесной ятлӑ ялтан инҫех мар вырӑнта 18 сехетре пулса иртнӗ. 56 ҫулти водитель ту ҫинчен аннӑ чухне ҫул хӗррине ҫаврӑнса ӳкнӗ. Кабинӑра ларса пынӑ 56 ҫулти хӗрарӑм тухса ӳкнӗ, вӑл йывӑр сурансене пула куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Сӑмах май, автомобиле кирлӗ пек регистрацилеменни те ҫиеле тухнӑ. Йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарасшӑн.
«ГАЗ-69» автомобиле малтан «ГАЗ» предприятире, 1952-1973 ҫулсенче «УАЗ» предприятире кӑларнӑ.
Шупашкарти 59-мӗш шкулта вӗренекен 12 ҫулти Игнат Михайлов пулла ҫӳреме юратать. Вӑл 5-ренпех вӑлта тытма пӗлет.
Ҫурлан 9-мӗшӗнче вӑл Етӗрне районӗнче пурӑнакан аслашшӗпе /е кукашшӗпе/ Сӑр юханшывне пулла кайнӑ. Вӗсен вӑлтине пысӑк ҫуйӑн ҫакланнӑ. Арҫын ача аслашшӗпе пӗрле ӑна туртса кӑларнах. Унпа вӗсем 1 сехет кӗрешнӗ.
Пулӑ 52 килограмм таять, 1,93 метр тӑршшӗ. Вӑл 12 ҫулти Игнатран та пысӑкрах. Ача унпа юнашар выртса сӑн ӳкерӗннӗ.
Паян ирхи 4 сехет ҫурӑра Етӗрне районӗнче Сӑр юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер ҫинче авари пулнӑ. «Хендай Солярис» транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Киа Риопа» ҫапӑннӑ.
Солярисри водитель Тутарстан ҫынни пулнӑ. Вӑл вырӑнтах вилнӗ.
Тепӗр иномаркӑри 3 ҫын аманнӑ. Ҫав шутра - 15 ҫулти хӗрача. Тӗнче тетелӗнче ҫынсем коммениари ҫырнӑ тӑрӑх, «Киа Рио» водителӗ пульницӑра вилнӗ.
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрне шӑнкӑрав ҫитнӗ: Етӗрне районӗнче утарҫа пыл хурчӗсем тапӑннӑ.
Хайхи арҫын вӗсене вӗллене пуҫтарма шутланӑ. Анчах ятарлӑ тeм мар, футболкӑпа шорты тӑхӑннӑ. Пыл хурчӗсене темӗн килӗшмен - вӗсем хуҫине тапӑннӑ.
Вырӑна ҫитнӗ тухтӑрсем утарҫа тӳрех аллергирен укол тунӑ. Кайран пациента пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Республикӑри икӗ районта полицейскисем икӗ ватӑ ҫын мӑкӑнь ӳстернине тупса палӑртнӑ. Ӳсен-тӑрана кӑкласа экспертизӑна янӑ.
Елчӗк районӗнчи пӗр ялта 61 ҫулти арҫын хуҫалӑхӗнче полицейскисем 657 тӗм мӑкӑнь тупнӑ. Пӗччен пурӑнаканскер ӑна ӳстерме юраманнине пӗлнӗ-ха, анчах чечек пахчана илем кӳнипе тӑпӑлтарма хӗрхеннӗ.
Етӗрне районӗнчи пӗр ялта 70 ҫулти кинемейӗн пахчинче 99 тӗм мӑкӑнь тупнӑ. Вӑл полицейскисене ҫак чечекпе киленнине пӗлтернӗ.
Йӗрке хуралҫисем пахчара мӑкӑнь ӳссе тухсан ӑна кӑклама ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |